Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днём знаний

Хаклă ачасем! Хисеплĕ педагогсем, ашшĕ-амăшĕ тата педагогика ĕçĕн ветеранĕсем!

Сире Пĕлӳ кунĕ ячĕпе тата çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланнă ятпа саламлатăп!

 Вĕрентӳ патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулнă, пулĕ те.

Республикăра мĕнпур ача ăçта пурăннине тата çемье тупăшне пăхмасăр вĕренме, паха пĕлӳ илме пултартăр тесе пĕтĕмпех тăватпăр. Çĕнĕ ача сачĕсем уçатпăр, шкулсем çĕклетпĕр, вĕренӳ организацийĕсен инфратытăмне çĕнететпĕр, çĕнĕ вĕренӳ тата лаборатори оборудованийĕ туянатпăр, физкультурăпа тата спортпа туслă пулмалли, пултарулăха аталантармалли лайăх условисем йĕркелетпĕр.

Тĕллевлĕн ĕçленин кăтартăвĕ – республикăри вĕренӳ учрежденийĕсен пысăк рейтингĕ, пирĕн шкул ачисен тата студентсен пĕтĕм Раççейри тата пĕтĕм тĕнчери олимпиадăсенчи, професси конкурсĕсенчи çĕнтерĕвĕсем. Çак çитĕнӳсенче вĕсен вĕрентекенĕсен-педагогсен тата ашшĕ-амăшĕн тӳпи питĕ пысăк.

2016 çулта Чăваш Ен федераци шайĕнчи вĕрентӳ тытăмне малалла аталантармалли темиçе конкурсра çĕнтерчĕ.

Пирĕн республика Шупашкарти электромеханика колледжĕн никĕсĕ çинчи Регионсен компетенцисен пĕрлехи центрне тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ никĕсĕ çинчи Шупашкарти инжиниринг центрне йĕркелес енĕпе çĕнтерӳçĕ-регионсен йышне кĕчĕ. Çакă професси вĕрентĕвĕн тытăмне 400 миллион тенке яхăн инвестици хывма, пирĕн çамрăксене рынокра кирлĕ профессисемпе специальноçсене тĕнче стандарчĕсемпе тата çĕнĕ технологисемпе килĕшӳллĕн алла илме май парать.

Хисеплĕ вĕрентекенсем тата ашшĕ-амăшĕ, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем! Сире çирĕп сывлăх, малашлăха шанма, ăслă та тӳсĕмлĕ пулма сунатăп.

Хаклă ачасем! Ăса хывакан пĕлӳ сире малашне чи хăюллă ĕмĕтсене пурнăçлама май патăр!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                              М.В. Игнатьев

 

 Дорогие ребята! Уважаемые педагоги,  ветераны педагогического труда и родители!

Поздравляю вас с Днем знаний и началом нового учебного года!

 Образование было и остаётся одним из основных приоритетов государственной  политики. 

В республике  делается  всё, чтобы все дети, независимо от места жительства  и дохода  семьи,  могли  получать качественное, доступное образование. Мы открываем новые детские сады, строим школы, модернизируем  инфраструктуру образовательных организаций,  закупаем новое учебное и лабораторное оборудование, создаем современные  условия для  занятий  физической  культурой и спортом, творчеством.

Результатом целенаправленной системной работы  стали высокие рейтинги образовательных учреждений республики, победы наших школьников и студентов на всероссийских и международных олимпиадах, в профессиональных конкурсах. И в этом огромная заслуга их наставников — педагогов и родителей.

В 2016 году Чувашия  стала  победителем  ряда  федеральных  конкурсов, проектов модернизации  системы образования, отстояла право на создание Межрегионального центра компетенций на базе Чебоксарского  электромеханического колледжа и  Чебоксарского  инжинирингового  центра на базе ЧГУ им. И.Н. Ульянова. Это позволит инвестировать в систему  профессионального  образования  около 400 млн рублей,  а нашей  молодежи освоить востребованные на  рынке труда профессии и специальности в соответствии с мировыми стандартами и передовыми технологиями.

Уважаемые учителя и родители, ветераны педагогического труда! Желаю вам доброго здоровья, оптимизма, мудрости и терпения.

Дорогие ребята! Пусть приобретаемые вами знания дадут возможность реализовать самые смелые планы в будущем!

 

Глава Чувашской Республики                             М.В. Игнатьев

Первоисточник: http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=13&type=main&id=3355391