ЕЛЧĔК ШКУЛĔН ВĔРЕНЕКЕНĔСЕМ – БИЧУРИН МУЗЕЙĔНЧЕ

Тин анчах пуçланнǎ хĕрÿ вĕренÿ тапхǎрĕн пĕрремĕш чĕрĕкĕ хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Кĕркуннехи каникулǎн юлашки кунĕсем те вĕçленсе пыраççĕ. Анчах та ачасем каникул вǎхǎтĕнче те алǎ усса лармарĕç: кам шкулта куллен иртекен консультацисене çÿрерĕ, кам - спорт енĕпе иртекен мероприятисене… Пур çĕрте те хастар Елчĕк шкулĕн вĕренекенĕсем. Елчĕк шкулĕ яланах чи лайǎх шкулсен шутĕнче пулнǎ .  Вĕренме те, канма та пĕтĕм май пур кунта . Акǎ 10 «э» класра вĕренекенсем вĕренÿ сферинче çĕнĕлĕхсем кĕртме уйǎрнǎ грант шучĕпе Чǎваш Республикин тĕп хулинче, Шупашкарта, экскурсинче пулса курчĕç. Нумай çĕнннине курчĕç, илтрĕç вĕсем. Чи малтанах вĕренекенсем Шупашкар районĕн Кÿкеç хулинче вырнаçнǎ Бичурин музейне çул тытрĕç. Питĕ тарават кĕтсе илчĕç музей ĕçченĕсем. Никита Яковлевич Бичурин пурнǎçĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç.

   Никита Бичурин – истори, географи, филосои тата чĕлхе наукисене питĕ юратнǎ, сǎвǎсем çырнǎ, нумай куçарнǎ, тĕпченĕ. Ытларах прозǎпа ĕçленĕ.1808-мĕш çултан пуçласа 1821-мĕш çулччен вǎл Китайра пурǎннǎ. Шǎпах çавǎн чухне  Китай чĕлхине тĕпченĕ.

   Никита Бичурин хǎйĕн телейсĕр юратǎвне пула манах пулса тǎни те, вырǎссен паллǎ поэчĕпе, Александр Сергеевич Пушкинпа, туссем пулни те  кǎсǎклǎ пулчĕ вĕренекенсене. Çавǎн пекех музей ĕçченĕсем китай иероглифĕсемпе паллаштарма та манмарĕç. Иероглифсемпе усǎ курса «Чǎваш Республики» тесе çырма та вĕрентрĕç. Тулли кǎмǎлпа тухрĕç вĕренекенсем Бичурин музейĕнчен.

   Чÿк уйǎхĕнче чǎвашсен паллǎ поэчĕ Çеçпĕл Мишши çуралнǎранпа 117 çул çитет. Çакна шута илсе вĕренекенсем поэт палǎкĕ умне те çитсе курчĕç. Поэтǎн йывǎр шǎпаллǎ пурнǎçне аса илсе пуç тайрĕç. Çеçпĕл Мишши хушса хǎварнǎ пек «хастарлǎ, хыт утǎмлǎ» пулма,  «вут кайǎклǎн вĕçме» сǎмах пачĕç.

  Тухǎçлǎ та усǎллǎ иртрĕ вĕренекенсемшĕн экскурси. Савǎк кǎмǎлпа çитрĕç вĕсем тǎван киле. Малашне тата  ытти музейсене çитсе курма, паллǎ çынсен пурнǎçĕпе кǎсǎклансах тǎма сǎмах пачĕç вĕсем.