Источник: АУ «Редакция Яльчикской районной газеты "Елчек ен" ("Яльчикский край") Мининформполитики Чувашии
04 февраля 2017 г. №9
Коллектив пысăк мар. Пурте опытлă. Ытларах эпир ачасен сăнарлăхпа илемлĕх, экологипе биологи, физкультурăпа спорт енĕпе ăсталăхне туптаса малалла аталантарма тăрăшатпăр. «Çăлкуç», «Бисеринка», «Алă ăсти», «Тĕлĕнтермĕш шашка», «Шурă ладья» кружоксене вĕренекенсем кăмăлпа çÿреççĕ. Кружоксем тÿлевсĕр.
Лариса Векова педагог занятисене интереслĕ те тĕрлĕ енлĕ ирттерет. Ачасем вăхăт иртнине те сиссе юлаймаççĕ. Кĕçĕн класра вĕренекенсем уйрăмах бисертан тĕрлĕ япаласем ăсталама хăнăхаççĕ. Унта хĕрачасем кăна мар, арçын ачасем те интерес тупни савăнтарать. Ывăл-хĕр тĕрлĕ сулă, брошка, чечек, йывăç, самолет, автомашина, чĕрчун ăсталаса ашшĕ-амăшне парнелени питĕ паха. Хăйĕн аллипе ăсталанă парнен хакне мĕнпе танлаштарайăн!
Хушма пĕлÿ паракан учрежденин тĕп тивĕçĕ - ача интересне хÿтĕлесси, унăн пултарулăхне малалла аталанма, тавракурăмне ÿстерме, сывă пурнăç йĕркипе культурăна, пурнăç хăрушсăрлăхĕн йĕркисене ăнланма пулăшасси, сывлăхлă пулма, пушă вăхăта усăллă ирттерме вĕрентесси.
Ачасем ал ĕçне хăнăхаççĕ çеç мар, тус-юлташ тупса илемлĕ пуплеме, шухăш-кăмăлĕсене уçма, асра юлнă самантсене пĕр-пĕрне каласа пама хăнăхаççĕ. Çапла майпа шăпăрлансен ăс-хакăлĕ, тимлĕхĕ, шухăшлавĕ, пултарулăхĕ аталанать. Ача аллинче ăсталăх мĕн чухлĕ нумайрах – ача çавăн чухлĕ ăслăрах. Пĕчĕккĕ чухне ача хăйĕн шухăшне, кăмăлне уçăмлатни, ăсталăхне аталантарни калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Лариса Николаевна ертсе пыракан кружока çÿрекенсем район, республика шайĕнче иртекен тĕрлĕ илемлĕх конкурсĕсене хутшăнаççĕ. Уйрăмах Дарья Долгова, Линда Григорьева, Арина Андреева, Дарья Петрова, Полина Иванова, Вика Журавлева, Ксения Чернова, Диана Агеева, Ангелина Айметова активлă.
Юлашки çулсенче шашка-шахмат вăййисемпе кăсăкланакансем пурришĕн хĕпĕртетĕп. Пĕтĕм тĕнчери шахмат федерацийĕн /ФИДЕ/ президенчĕ Кирсан Илюмжинов палăртнă тăрăх, шкулсенче шахмат урокĕсем те иртĕç. Ăна физкультурăн хушма урокĕ пек йĕркелесшĕн. Экспертсем палăртнă тăрăх, шахмата шкул программине кĕртни ачасен пĕлĕвне ÿстерет, дисциплинăна çирĕплетет. Пирĕн шкулти кружока çÿрекенсем хушшинчи турнир хыççăн чи-чи маттуррисене палăртма май пур. Станислав Громов, Александр Ишмуратов, Вадим Захаров, Никита Пекпатров, Илья Нягин, Дима Воробьев, Руслан Никонов, Илья Московский, Денис Иванов, Кирилл Тимофеев, Сергей Ильин, Богдан Карамаликов ăсталăхне кунран-кун туптаса пыни сисĕнет.
Алевтина Емельянова педагог-организатор ертсе пыракан кружок ачисем районти сăвă калакансен конкурсĕнче, вăрман тата биологи олимпиадисенче, тĕрлĕ акцисенче, наукăпа практика конференцийĕсенче пултарулăх кăтартаççĕ. Хăйĕн ĕçне чунтан парăннă Алевтина Михайловна кунта вун-вун çул тăрăшать, ачасемпе часах пĕр чĕлхе тупать.
Педагогсем час-часах мастер-класс ирттереççĕ, конференцисемпе канашлусенче хăйсен паха опычĕпе паллаштараççĕ, республика, Раççей шайĕнчи конкурссене, инноваци проекчĕсене активлă хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕ туризма аталантарассипе республикăри конкурсра Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 200 пин тенкĕлĕх грантне тивĕçрĕ. «Елчĕк çĕрĕн тĕлĕнтермĕшĕ» проекта пурнăçа кĕртсе районта ача-пăча туризмне аталантарса экскурсисемпе походсем сахал мар йĕркелерĕмĕр. Шкул çумĕнчи кану лагерĕнче хăтлăх тупнă 705 вĕренекен çулла тăван кĕтесри тĕрлĕ паллă вырăнсенче пулса курчĕ. Елчĕкри историпе тăван тавралăх халăх музейĕнче, Патреккел çăлкуçĕнче, Аслă Таяпари хулаш вырăнĕнче, Лаш Таяпари питомникре пулни тата ытти çутçанталăк кĕтесĕсемпе паллашни ачасен асĕнчен часах тухмĕç. Экскурсисемпе походсем ачасен интересне, пĕлĕвне ÿстерни куçкĕретех. Инçете тухса çÿрени, республикăмăрăн паллă та мухтавлă çыннисен кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллашни вĕренес хастарлăха та ÿстерет. 300 ытла вĕренекен Чĕмпĕр хулинчи, Шупашкарти, Шуршăлти, Кÿкеçри музейсене çитсе курчĕ. Çул тăршшĕпе, урокра, класс сехечĕсенче хăйсем мĕн курнине, мĕнпе мăнаçланнине уççăн пĕлтереççĕ. Çулçÿревсем ачасемпе педагог хушшинчи çыхăнăва та çирĕплетме пулăшаççĕ.
Эпир район шайĕнче тĕрлĕрен слетсем те йĕркелетпĕр. Шкулсенче Тимур командисемпе волонтерсен ырă ĕçĕ ялсенче аван курăнать. Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă ентешсене асăнса лартнă палăксене тасатса, пăхса тăнипе кăна мар, пĕччен ватăсене пулăшассине те тимлĕх уйăрни пархатарлă ĕç. Хальхи вăхăтра ачасемпе çамрăксем хушшинче çĕнĕ юхăм пуçарнă. «Çамрăк çар» патриот юхăмăн тĕп тĕллевĕ - çамрăк ăрăва географипе, Раççей историйĕпе, унăн халăхĕпе, паттăрĕсемпе, паллă ученăйсемпе, çар çыннисемпе интереслентересси. Çак юхăма кашни ача /8 çултан пуçласа/ кĕме пултарать. Çамрăк армеецсем палăксемпе обелисксене сыхласа хăварас енĕпе тимлĕç, культурăпа массăллă мероприятисене хутшăнĕç. Кунтах çынна пĕрремĕш пулăшу парассине те вĕренĕç. Январь уйăхĕнче Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен çарпа патриотла «Çамрăк çар» общество юхăмĕн пĕрремĕш слечĕ иртрĕ. Унта 128 вĕренекен çирĕп тупа туса çак юхăмăн ретне тăчĕ.
Çакна палăртса хăвармалла: «Çамрăк çар» юхăма Раççей Федерацийĕн оборона министрĕ Сергей Шойгу пуçарнипе, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ырланипе йĕркеленĕ.
64 çул хушши хушма пĕлÿ паракан шкулта çĕр-çĕр ача пултарулăхне ÿстернĕ. Вĕсем ачаран вĕреннĕ ăсталăха паян та çĕре ÿкермеççĕ.
Э.СМИРНОВА,
ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн директорĕ.
ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн директорĕ.
Сăнÿкерчĕкре: 2-4 классенче вĕренекенсем - шахмат-шашка ăстисем.