«Çĕр çинчи пурнăçшăн»

«Çĕр çинчи пурнăçшăн»

Аслă Çĕнтерĕве халалласа республикăра çулсеренех «Çĕр çинчи пурнăçшăн» патриотла сăвăсен конкурсĕ йĕркеленеççĕ. Кăрлач уйăхĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа нарăс уйăхĕн 2-мĕшĕччен конкурсăн районти тапхăрĕ иртрĕ.

5-11 классен хушшинче тĕрлĕ номинацисенче пĕрремĕш вырăнсене Кĕçĕн Таяпа шкулĕнче вĕренекен Наталья Мусалова, Патреккелти Ирина Петрова, Курнавăшри Анастасия Круглова, Елчĕкри Юлия Адюкова тивĕçрĕç. Вĕсене сăвă çырас ăсталăха А.Скворцова, Г.Енейкина, В.Воронова, Г.Каринкина педагогсем вĕрентеççĕ.

Анастасия Сусметова /Кивĕ Эйпеç/, Карина Лисова /Шăмалак/, Денис Герасимов /Çирĕклĕ Шăхаль/, Наталия Родионова /Кĕçĕн Таяпа/, Анастасия Сидорова /Аслă Таяпа/, Анна Маркелова /Елчĕк/ призерсен йышĕнче. Çак ачасен ертÿçисем - Т.Сусметова, О.Егорова, Л.Павлова, А.Иванова, К.Васильева, Г.Морозова.

Пĕрремĕш вырăна çĕнсе илнĕ вĕренекенсем район чысне республикăра хÿтĕлеççĕ.

Г.ЕНЕЙКИНА.

Сăнÿкерчĕкре: çĕнтерÿçĕсемпе вĕсен ертÿçисем.