Кĕçĕх шкул ачисен çуллахи вăрăм кану кунĕсем пуçланаççĕ. Районта ачасен çуллахи канăвне усăллă ирттерес тесе нумай ĕç пурнăçлаççĕ. Çулран-çул канăва лайăхрах йĕркелесшĕн, унта ача-пăчана та ытларах явăçтарасшăн. Ачасен çуллахи канăвне интереслĕ те усăллă йĕркелеме кăçал район бюджетĕнчен 1794,7 пин тенкĕ уйăрнă.
Ачасен канăвне йĕркелес, ÿт-пĕвне тĕреклетес тĕллевпе районти 15 шкул çумĕнче сывлăха çирĕплетекен лагерьсем ĕçлеççĕ. Унта 628 вĕренекен 21 кун çÿрĕ. Ачасене хаваслă канма, сывлăхне çирĕплетме, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен аталанма тĕрлĕрен программăсем хатĕрленĕ. Çавăн пекех вĕсене икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Пĕр кунхи апат хакĕ 88 тенкĕпе танлашать.
Ашшĕ-амăшĕ иртнĕ çулсенче, кăçал та çаплах пуласса шанатпăр, шкулсем çумĕнчи лагерьсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулнине палăртатчĕç. Мĕншĕн тесен ывăл-хĕрĕ урамра çапкаланса çÿремест, килте пĕччен чухне уйрăмах компьютер умĕнче пуласран пăшăрханмасть. Хăйсем ĕçре пулсан та ачисем тутă, воспитательсен аллинче пулни савăнтарать, паллах.
Çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас тĕлĕшпе районта кашни çулах палатка лагерĕ йĕркелеççĕ. Кăçал та унта 177 ача сывлăхне çирĕплетнĕ, хăйсен пултарулăхне, вăй-хăватне, ăс тăнне кăтартма пултарнă.
Районти 30 ача хăйсен сывлăхне хула çумĕнчи лагерьсенче çирĕплетме кăмăл тунă. Вĕсенчен 13-шĕ профиль сменинче канĕ. Вĕсенчен республикăри тĕрлĕ предметпа иртнĕ олимпиадăсен 3 çĕнтерÿçин вара нумай профильлĕ опыт площадкисĕнче вĕренÿ тренингĕсемпе семинарсене хутшăнма май пулĕ. 5 ача экологипе таврапĕлÿ профилĕсен сменинче канĕ, 1 ача - çамрăк юноармеецсемпе кадетсен профиллĕ сменинче сывлăхне çирĕплетĕ, 2 – ача наноконструкторсен профильлĕ сменинче пултарулăхне аталантарĕ, 2 ача – «Эпĕ нумай чĕлхе пĕлесшĕн» профиль сменинче хăйсен сывлăхне çирĕплетĕ.
Çавăн пекех йывăр лару-тăрура, йышлă ача-пăчаллă çемьере çитĕнекен ачасене те яланхиллех пысăк тимлĕх уйăрма палăртнă. 409 вĕренекеншĕн çу кунĕсем уйрăмах асра юласси иккĕлентермест.