Çĕнĕ çул кашни ачана ырă туйăмсен, çĕнĕ ĕмĕтсемпе шухăшсен ытамне йыхăрать. Халĕччен пурнăçланман ĕмĕтсем те пурнăçа кĕреççĕ ун чухне. Районти вĕренекенсем те Çĕнĕ çула халалланă мероприятисенче выляса савăнчĕç, тĕрлĕ кучченеçлĕ пулчĕç. Кашни ял тăрăхĕнчех тăлăха юлнă, сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак, ăнăçсăр çемьесенче пурăнакан ачасене уяв кучченеçĕсем çитерме тăрăшнă. Елчĕкри культура çуртĕнче сусăр ачасем Раштав елкинче савăннă.
Раштав уйăхĕн 25-мĕшĕнчех пуçланнă хаваслă мероприятисем. Малтанах ача сачĕсенче, унтан Елчĕкри искусство шкулĕнче, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенче тулли кăмăлпа юрланă, ташланă ачасем. Çавăн пекех шкулта, общество ĕçĕнче пултаруллă, тĕрлĕ конкурссемпе ăмăртусенче харсăр вĕренекенсем Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ Чăваш елкинче, Елчĕк шкулĕнчи Анна Кузьмина Пĕтĕм Раççейри Кремль, Аслă Елчĕкри Мария Адюкова Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕн Михаил Бабичăн елкисенче савăнчĕç. Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти кадет класĕнчи 22 вĕренекен тата Тăрăм шкулĕнче улттăмĕш класра вĕренекен Андрей Петров кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Шупашкар Арена» Пăр керменĕнче ирттернĕ Раштав елкинче пулса курчĕç. Республикăри тăватă пин ытла вĕренекен хутшăннă унта. Ачасене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Енри Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева, Чăваш Республикин Правительствин членĕсем, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата ыттисем саламланă.
Михаил Игнатьев республикăри çамрăк спортсменсене пуçласа Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн «Готов к труду и обороне» ылтăн паллине парса чысланă. Ачасен Раштав уявĕ Э.Гофман юмахĕ тăрăх лартнă «Щелкунчик пăр çинче» шоупа вĕçленнĕ.
Çак асамлă, пурнăçри ырăран та ырă пулăмсем вĕренекенсен асĕнче яланлăха упранса юлаççех. Тĕрлĕ шайри хаваслă мероприятие хутшăнни вĕсене малалла талпăнса вĕренме пулăшать.