Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсне пӗтемлетнӗ.
Конкурс тĕллевĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан
организацийĕсенче вĕренекен ачасене тăван тавралăха юратма, тăван ен историне,
культурине, чăваш чĕлхине лайăхрах пĕлме пулăшасси пулчĕ. Кунсăр пуçне министерство
ачасем хăйсем мĕнле çĕр-шыв гражданинĕ пулнине ăнланса илме май паракан тĕп
компетенцисене аталантарас тĕллев те лартнӑ.
Конкурса Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркелесе пынӑ.
Конкурсăн республика
тапхăрне 7-8-мĕш классенче вĕренекен 26 ача хутшăннӑ.
Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва
шкулӗнчи 8-мӗш класра вӗренекен Викентьев Романа (ертӱҫи Павлова С.А.) призёрсен йышне кӗнӗ ятпа саламлатпӑр! Малашне те ĕçĕр ăнса пытăр!