«Килсе курăр
хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсěн республика этапне пěтěмлетрěç. Конкурс
тĕллевĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацийĕсенче вĕренекен ачасене тăван
тавралăха юратма, тăван ен историне, культурине, чăваш чĕлхине лайăхрах пĕлме
пулăшасси пулчĕ. Кунсăр пуçне министерство ачасем хăйсем мĕнле çĕр-шыв
гражданинĕ пулнине ăнланса илме май паракан тĕп компетенцисене аталантарас
тĕллев те лартрĕ.
Конкурса
ярса панă кăçалхи ĕçсен тематики анлă пулчĕ: пĕрисем Шупашкара килме чĕнчĕç,
теприсем тăван районăн паллă вырăнĕсемпе паллаштарчĕç, виççĕмĕшсем тăван
тăрăхпа паллаштаракан музей пуянлăхĕ çинчен каласа кăтартрĕç, тăваттăмĕшсем
ялти е ял çывăхĕнчи тĕрлĕ палăксене килсе курма йыхравларĕç т.ыт.те.
Елчěкри
вăтам шкулта вěренекен Филиппова Каринăпа Иванова Ульяна (ертÿçи Каринкина
Г.В.) «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсĕн республика
этапěнче 1-мěш вырăн йышăнчěç. Çěнтерěçěсене саламлатпăр, малалла та пысăк
çитěнÿсем тума сунатпăр.