7-8-мĕш класс ачисене «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсĕнче кĕтетпĕр!

7-8-мĕш класс ачисене «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсĕнче кĕтетпĕр!

2023 çулхи «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсĕ пуçланчĕ. Конкурса 7-8-мĕш классенче вĕренекен ачасене йыхравлатпăр.

         Конкурс тĕллевĕ – пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вĕренӳ организацийĕсенче вĕренекен ачасене тăван тавралăха юратма, тăван ен историне, культурине, чăваш чĕлхине лайăхрах пĕлме пулăшасси.

Конкурс чăвашла иртет. Конкурса хутшăнакансен чăвашла анчах калаçмалла.

Муниципалитет тапхăрĕнче хутшăнма кăмăл тунă пур ачан ĕçне те йышăнаççĕ. Заявкăсене шкул ертӳçи алă пусса çирĕплетмелле, видеороликсемпе пĕрле авăн уйăхĕн 22-мĕшĕччен ярса           памалла.

Тулли информаци пĕлме конкурсăн положенийĕпе паллашма сĕнетпĕр.