Авăн уйăхěн 26-мěшěнче Ачасен пултарулăх çуртěнче «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсěн муниципалитет тапхăрне пěтěмлетрěç. Конкурс тĕллевĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан организацийĕсенче вĕренекен ачасене тăван тавралăха юратма, тăван ен историне, культурине, чăваш чĕлхине лайăхрах пĕлме пулăшасси пулчĕ.
Конкурса
ярса панă ĕçсен тематики анлă пулчĕ: пĕрисем тăван шкулса килме чĕнчĕç,
теприсем тăван районăн паллă вырăнĕсемпе паллаштарчĕç, виççĕмĕшсем тăван
тăрăхпа паллаштаракан музей пуянлăхĕ çинчен каласа кăтартрĕç, тăваттăмĕшсем
ялти е ял çывăхĕнчи тĕрлĕ палăксене килсе курма йыхравларĕç.
Эксперт
комисси çěнтерÿçěсемпе призерсене палăртрě.
8-мěш
класра вěренекен ачасем хушшинче:
1- мěш вырăн – Иванова У., Филиппова К., Елчěк
шкулě (ертÿçи Каринкина Г.В.);
2 - мěш вырăн – Прохорова А, Спиридонова В., Çирěклě
Шăхаль шкулě (ертÿçи Чернова Г.В.);
3 - мěш вырăн – Бобина
А., Аслă Елчěк шкулě, (ертÿçи Адюкова
Л.Г.),
– Васильева А., Курнавăш шкулě (ертÿçи
Кузнецова Н.М.).
7-мěш класра
вěренекенсем хушшинче Елчěк шкулěнчи Кузьмин А. (ертÿçи Каринкина Г.В.) чи пултарулли пулчě.
Çěнтерÿçěсене саламлатпăр, малалла та пысăк
çитěнÿсем тума сунатпăр.