Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсĕн республика этапěн çĕнтерӳçисем паллă

Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсĕн республика этапěн çĕнтерӳçисем паллă

«Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсĕн республика этапě  вĕçленчĕ. Чăваш Республикин вĕренӳ министерстви «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен конкурсне кăçал виççĕмĕш хут ирттерчĕ. Конкурс тĕллевĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан организацийĕсенче вĕренекен ачасене тăван тавралăха юратма, тăван ен историне, культурине, чăваш чĕлхине лайăхрах пĕлме пулăшасси пулчĕ. Кунсăр пуçне министерство ачасем хăйсем мĕнле çĕр-шыв гражданинĕ пулнине ăнланса илме май паракан тĕп компетенцисене аталантарас тĕллев те лартрĕ.

Елчĕк муниципалитет округĕнчи Иванова Ульяна тата Филиппова Карина чи нумай балл пухса çĕнтерӳçĕ пулса тăчĕç.

Çěнтерěçěсене саламлатпăр, малалла та пысăк çитěнÿсем тума сунатпăр.

Тӗплӗнрех