«Туслăх хĕлхемĕ» фестивале хутшăнма йыхравлатпăр!

«Туслăх хĕлхемĕ» фестивале хутшăнма йыхравлатпăр!

       Чăваш халăх пултарулăхĕ урлă шкул ачисен чăваш чĕлхипе культурине вĕренес туртăмне сыхласа хăварса аталантарас, талантлă ачасене тупса палăртас, вĕсен пултарулăх хевтине пурнăҫлама майсем туса парас, вĕренекенсене наци культурине, тăван халăх йăли-йĕркине, унăн ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсене хăнăхтарас тĕллевпе кăрлачăн 21- мĕшĕнче «Туслăх хĕлхемĕ» фестивалĕн муниципалитет тапхăрĕ пуланчĕ.

     Фестиваль номинацийĕсем анлă. Ачасем «Сăмах илемĕ», «Чăваш вăййи», «Янра, чăваш юрри» тата «Чăваш ташши» конкурссенче вăй виçме, пултарулăхне кăтартма пултараçç

"Туслӑх хӗлхемӗ" фестивальте кĕçĕн классенче вĕренекенсем «Сăмах илемĕ», «Чăваш вăййи», «Янра, чăваш юрри» тата «Чăваш ташши» конкурссенче вăй виçме, пултарулăхне кăтартма пултараççĕ.

Муниципалитет тапхăрĕ кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа нарăс уйăхĕн 16‑мĕшĕччен пырать. Çĕнтерӳçĕсем республика шайĕнчи тапхăра хутшăнаççĕ.

Çĕнтерӳçĕсем республика шайĕнчи тапхăра хутшăнаççĕ.

Пурне те фестивале хутшăнма йыхравлатпăр, ăнăçу сунатпăр!

 

Тĕплĕнрех конкурс положенийĕпе паллашма пулать: 

 https://ddt-yaltch.edu21.cap.ru/info-block/2022-god-kuljturnogo-naslediya-narodov-rossii/