«Упрар тăван чĕлхемĕре» конкурса хастаррăн хутшăнма йыхравлатпăр!

«Упрар тăван чĕлхемĕре» конкурса хастаррăн хутшăнма йыхравлатпăр!

Кăрлач уйăхĕн 21- мĕшĕнче   5–6-мĕш классенче вĕренекенсен «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн конкурсĕн муниципалитет тапхăрĕ пуçланчĕ. Кăçал ăна Раççей Федерацийĕнчи халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн çулталӑкне халалланă.

Конкурс тӗллевӗсем:

- ҫамрăк ӑрӑва патриотсем пулса ӳстересси, хӑйсен ҫӗр-шывне, тӑван кĕтесне юратма, тăван халӑхăн культура эткерлӗхне хисеплеме вĕрентесси;

- вулама, кӗнекепе кӑсӑкланма, литература тӗнчипе хутшӑнма хăнăхтарасси;

- илемлĕ, туйăмлă каласа кăтартас, халӑх умӗнче калаҫас хӑнӑхусене йӗркелесси;

- вӗренекенсен ӑс-хакӑл, пултарулӑх тата эстетика аталанӑвӗ урлӑ чӑваш чӗлхине вӗренес кӑсӑклӑха упраса хӑварасси тата аталантарасси..

5-мĕш тата 6-мĕш классенче вĕренекенсем хăйсен ӳсĕмĕнчи икĕ ушкăна пайланаççĕ. Вĕсем çак темăсене ирĕккĕн суйласа илме, пултарулăхне кăтартма пултараççĕ:

- «Чăваш Енĕм – килĕшӳ çĕр-шывĕ» / «Чувашский край – земля дружбы и согласия»;

- «Ман шкулти халӑхсен туслӑхӗ» / «Дружба народов в моей школе»;

- «Тус тени ěмěрлěх пултăр» / «Пусть дружба длится на века»;

- «Раҫҫей халӑхӗсен мана килĕшекен уявӗ» / «Мой любимый праздник народов России».

Çĕнтерӳçĕсем иккĕмĕш, республика шайĕнчи, тапхăрта тупăшаççĕ. Ăна Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ нарăс (февраль) уйăхĕн 27-мĕшĕччен ирттерет.

Тĕплĕнрех конкурс положенийĕпе паллашма пулать: 

 https://ddt-yaltch.edu21.cap.ru/info-block/2022-god-kuljturnogo-naslediya-narodov-rossii/